Вĕç-вĕç, куккук (Лети, лети, кукушка)
Вĕç – вĕç, куккук, вĕç, куккук,
Вăрман хĕрне çитиччен,
Вăрман хĕрне çитсессĕн,
Юман çине ларса кан.
Чăт – чăт, тăван, чăт, тăван,
Эпир тухса кайиччен,
Эпир тухса кайсассăн,
Кĕрекене ларса кан.
Вĕç – вĕç, шăпчăк, вĕç, шăпчăк,
Вăрман хĕрне çитиччен,
Вăрман хĕрне çитсессĕн,
Çăка çине ларса кан.
Чăт – чăт, тăван, чăт, тăван,
Эпир тухса кайиччен,
Эпир тухса кайсассăн,
Тÿшек çине выртса кан.
***
Лети, лети, кукушка, лети, кукушка,
До самой опушки леса.
Когда долетишь,
Сядь на дуб, отдохни.
Терпи, терпи, сват, терпи, сват,
Пока мы не уйдём.
Когда уйдём,
Сядь за стол, отдохни.
Лети, лети, соловей, лети, соловей,
До самой опушки леса.
Когда долетишь,
Сядь на липу, отдохни.
Терпи, терпи, сватья, терпи, сватья,
Пока мы не уйдём.
Когда уйдём,
Ложись на постель, отдохни.